Раиса Андреевна каласа панӑ тӑрӑх, ҫак ҫӑлкуҫа вӑл мӗн ачаран астӑвать. Сукмакпа иртсе пыракан кашни ҫын сивӗ шывпа ӑшне кантарнӑ, ҫӳлти хӑватсене тав тунӑ. Халӗ мӗнле-ши тесе шухӑшласа илнӗ вӑл пӗррехинче. Ял ҫыннисенчен ыйткаланӑ, ҫапах та никам та татӑклӑ хуравлайман. Раиса Андреевна вара Ураскилт чиркӗвӗнчи Александр атте патне ҫитнӗ. Ҫирӗккассисем ӗҫе кӑҫал ҫу уйӑхӗ вӗҫӗнче пикеннӗ. Кам мӗнпе пултарнӑ пулӑшнӑ. Пӗрисем укҫа-тенкӗпе, теприсем ӗҫ хатӗрӗсемпе, вӑй хуракансем те тупӑннӑ. Раиса Андреевна та ырӑ ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Пенсирен пухӑннӑ 90 пин тенкӗпе вӑл купель валли ҫавра тӑрӑ туяннӑ. Тавралӑха йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӑлкуҫа Александр атте сӑвапланӑ. Халӗ кунта ҫывӑхри ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те шыв ӑсма килеҫҫӗ, чӳхенсе тухаҫҫӗ.
Диана Иванова, Святослав Петров