Элӗк районӗнчи "Атӑк ҫӑлӗ" парк пуҫаруҫи Раҫҫейри проекта хутшӑнать 

Раҫҫейӗпе ирттерекен "Героям быть" проекта пур енлӗ хастар ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартма йӗркеленӗ. Конкурсра 7 номинаци. "Планетӑна сыхласа" ятлине хутшӑнса пирӗн ентеш - Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев тӑван ялӗнче пуҫарнӑ пысӑк ӗҫ пирки каласа панӑ. 

Альберт Николаевич ҫак музея 10 ҫул ертсе пырать. Кунти экспонатсем, модельсем пурте уншӑн тӑван тӗпренчӗкӗ пек. Вӗсене суйласа, юсаса ҫӗнетсе вырнаҫтарса лартассипе хӑй ӗҫленӗ. Экскурсие килекенсене те кашни трактор е ытти агрегат пирки хавхаланса каласа парать. Альберт Сергеев Элӗк районӗнчи Анат Татмӑшра ҫуралса ӳснӗ. Тӑван тӑрӑхӗн ҫут ҫанталӑк илемне упраса хӑварас тесе самай тӑрӑшнӑ. Чи пысӑк проекчӗ вара "Атӑк ҫӑлӗ". Ун таврашне типтерлӗх кӳрес, тӑрӑ шывӑн иксӗлми таппине упрассипе ӗҫлеме пуҫлас шухӑш унӑн йӑх йывӑҫҫине тунӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. 2017-мӗш ҫулта ял ҫыннисем пӗр сӑмахлӑ пулса специалистсене дизайн проект тутарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн кунта шыва кӗмелли вырӑн, туслӑх кӗперӗ, Татмӑшри йӑхсен йывӑҫҫисем пулмалла. Ҫак вырӑна тирпей-илем кӳме халӑх час-часах пӗрле пуҫтарӑнать. Аллея вырӑнне йывӑҫ-тӗм лартаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов