Альберт Николаевич ҫак музея 10 ҫул ертсе пырать. Кунти экспонатсем, модельсем пурте уншӑн тӑван тӗпренчӗкӗ пек. Вӗсене суйласа, юсаса ҫӗнетсе вырнаҫтарса лартассипе хӑй ӗҫленӗ. Экскурсие килекенсене те кашни трактор е ытти агрегат пирки хавхаланса каласа парать. Альберт Сергеев Элӗк районӗнчи Анат Татмӑшра ҫуралса ӳснӗ. Тӑван тӑрӑхӗн ҫут ҫанталӑк илемне упраса хӑварас тесе самай тӑрӑшнӑ. Чи пысӑк проекчӗ вара "Атӑк ҫӑлӗ". Ун таврашне типтерлӗх кӳрес, тӑрӑ шывӑн иксӗлми таппине упрассипе ӗҫлеме пуҫлас шухӑш унӑн йӑх йывӑҫҫине тунӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. 2017-мӗш ҫулта ял ҫыннисем пӗр сӑмахлӑ пулса специалистсене дизайн проект тутарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн кунта шыва кӗмелли вырӑн, туслӑх кӗперӗ, Татмӑшри йӑхсен йывӑҫҫисем пулмалла. Ҫак вырӑна тирпей-илем кӳме халӑх час-часах пӗрле пуҫтарӑнать. Аллея вырӑнне йывӑҫ-тӗм лартаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов