Елчӗксен ентешлӗхӗн уявӗнче фронта пулӑшакансене чысларӗҫ

Аслӑ ҫӗршывӑн тӗрлӗ енне сапаланнӑ тус-тантӑшсене пӗрлештерсе тӑван халӑхшӑн кар тӑма пулӑшакан мӑнаҫлӑ ҫыхӑ. Елчӗксен ентешлӗхӗ ҫак кунсенче 30 ҫулхи ҫавра ҫулне уявларӗ. 

Чыс та мухтав тӑван халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн ырми-канми вӑй хуракан мухтавлӑ ентешсене. Ҫӗршыв умӗнчи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура та вӗсем пӗр чӑмӑра пухӑнса Раҫҫейӗн тылри тӗревӗ пулса тӑма пултарчӗҫ. Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисем вара - ӗмӗрлӗх ырӑ ятпа асра юлӗҫ.

Паян пурте кӗтекен ҫӗнтерӳ уявӗ те часрах ҫитессе шанас килет. Ҫавӑнпа та елчӗксем мӗнпур Раҫҫей халӑхӗпе пӗрле пӗр чарӑнмасӑр фронта пулӑшу параҫҫӗ. Ҫак ӗҫре уйрӑмах палӑрнисене сцена ҫинче чысларӗҫ. Ҫара пулӑшакансене ҫапӑҫу хирӗнчи салтаксем те тав тӑваҫҫӗ.

Елчӗксен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ май сцена ҫинче районӑн тӗрлӗ ӗҫре палӑрнӑ пултаруллӑ ҫыннисене чысларӗҫ. Вӑл шутра нумай пулмасть Сочирен пысӑк ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ хоккеистсене те палӑртмалла. Команда йӗркелӳҫи тата тренерӗ - Патреккелте ҫуралса ӳснӗ Евгений Миллин. Нумай ентеш хулара пулсан та тӑван тӑрӑхне май килнӗ таран пулӑшса пыма тӑрӑшать.

Уяв хӑнисене Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсем саламларӗҫ. Халӑх умӗнче патшалӑх канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Олегпа Владимир Викторовсем, Шупашкар пухӑвӗн депутачӗ Евгений Кадышев сӑмах илчӗҫ. Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов та Елчӗк районӗнче ҫуралнӑшӑн хӗпӗртенине каларӗ. Республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова юлашки вӑхӑтра Елчӗк тӑрӑхӗнче ытларах ача ҫуралма пуҫланине палӑртрӗ. Ҫак тата ытти ҫитӗнӳсемпе хавхаланса халӑх елчӗксен ентешлӗхӗ хатӗрленӗ концертпа киленчӗ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсем паянхи мухтавлӑ яш-кӗрӗме сума суса асатте-асаннесен паттӑрлӑхне те аса илчӗҫ.

Елчӗксем малашне те пӗрле пулса ҫакӑн пек пысӑк йышпа савӑнса, хӗпӗртесе пуранмалла пултӑр, терӗҫ. 

Алексей Енейкин, Александр Воронин, Александр Ростовский