Елчӗксем ял тата район уявне шавлӑ паллӑ турӗҫ 

Александр Невский ҫветтуя уянӑ кун елчӗксем кашни ҫулах ял уявне пухӑнаҫҫӗ. Елчӗк ялӗ - 434, район 95 ҫул тултарчӗ.

Чиркӳри престол праҫникӗ хыҫҫӑн пур ҫӗрте те савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ пуҫланать. Малтанах ҫамрӑксем "Улӑп" керменӗ умӗнче ҫӑлтӑрпа иртекен зарядкӑна пуҫтарӑнчӗҫ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ентешӗсене Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ Алексей Московский савӑнтарчӗ. Юрӑ-ташӑпа спорт ӑмӑртӑвӗсем уяв кунӗ тӗрлӗ лапамра халӑх пухрӗҫ. Вӗсенче куравсем, ӑсталӑх сехечӗсемпе пултарулӑх лаҫҫисем ӗҫлерӗҫ. Ырӑ улшӑнусемшӗн савӑнмалли те Елчӗкре сахал мар. Хула евӗр аталанса пыракан ялта нумай пулмасть, чаплӑ уявсем йӗркелеме май паракан кану паркӗ хута янӑ. 

Алексей Енейкин, Петр Никифоров