Пётр Перепёлкин Ҫирӗклӗ Шӑхальти 8 ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. "5" паллӑпа шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн 43-мӗш ҫулта 19-ти каччӑ вӑрҫа тухса кайнӑ. Йывӑр минометсен гварди бригади йышӗнче Брянск, Прибалтикӑн 1-мӗшпе 2-мӗш, унтан Ленинград тата Украинӑн 1-мӗш фрончӗсенче пулнӑ, Берлина ҫитнӗ. Ҫапӑҫусенчи хастарлӑхшӑн Хӗрлӗ ҫӑлтӑр орденӗпе тӗрлӗрен медальсене тата 7 хутчен Иосиф Сталинӑн тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Петр Алексеевич Хусан университетӗнче физикӑпа математика факультетне пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫур ӗмӗре яхӑн Раҫҫейӗн ядерлӑ центрӗнче ӗҫленӗ. Инженер, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хисеплӗ ӑсчаха "Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисен" кӗнекине кӗртнӗ. Ентешӗсем вара ӑна ҫынлӑхӗшӗн тата халӑхшӑн тунӑ ӗҫӗсемшӗн хисеплеҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Петр Никифоров