Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тускел ялӗ чӗрӗлет

20 ҫул вӑл пушӑ ларнӑ. Халӗ унта пӗр ҫемье тӗпленнӗ. Вӗсем патӗнче хӑнара Вероника Павлова корреспондет пулса курчӗ. 

Алексей Кириллов - Ҫӗнӗ Тускелте ҫуралнӑ юлашки ача. Халӗ вӑл 36-ра. Чылай ҫул ҫемйипе Чулхула облаҫӗнче пурӑннӑ. 19-мӗш ҫулта тӑван тӑрӑха таврӑнма шутланӑ. Сюжета хатӗрленӗ вӑхӑтра пиччӗшӗ Сергей урӑх регионтаччӗ. Ҫурта укҫа-тенкӗсӗр хӑпартма май ҫук-ҫке. Сергей чылай вӑхӑт ҫар службинче тӑнӑ. Контракт пӗтсен, ӑҫта та пулин тӗпленме шутланӑ. Малтанхи ҫурт вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартма пикеннӗ. 20 ҫул каялла ку тӑрӑхран ҫынсем кая-кая пӗтнӗ: колхоз саланнӑ, уйсене акса туса илме пӑрахнӑ. Алексейӑн амӑшӗ Таисия Павловна ку яла Патӗрьел тӑрӑхӗнчен качча килнӗ. Халӗ вӑл - 80-ра. Ялта 17 ҫурт таранах пулнине астӑвать...

Вероника Павлова, Димитрий Макаров, Святослав Петров