Елчӗк районӗнчи ҫамрӑк лимонад кӑларассине аталантарать

Чӑваш Енри 11 предприниматель 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран патшалӑх грантне тивӗҫнӗ. Ҫав йышра - Елчӗк районӗнчи Илья Григорьев. Вӑл газлӑ напиток кӑларма пуҫланӑ. 

Предприниматель пуличчен Илья Григорьев полицире, экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗрӗссипе, услам ӗҫӗ те уншӑн ют мар. Ашшӗ-амӑшӗ бизнес ҫулне такӑрлатать. Елчӗкри лимонад кӑларакан предприяти тилхепине тытма сӗнсен Илья турткаланса тӑман. 

Кунсерен 3 пин кӗленче пылак шыв кӑлараҫҫӗ. Вӑл республикӑри лавккасем тӑрӑх часах саланать, Тутарстанри Пӑва хулинче те Елчӗк лимонадне килӗштернӗ. Продукцие вырнаҫтарас ыйтусене ҫамрӑк ертӳҫӗ хӑй тимлесе тӑрать. Пурӗ 7 ҫын тӑрӑшать ун патӗнче. 

Производствӑна анлӑлатса пырас тӗллевлӗ Илья Григорьев. Елчӗкре кӑларакан пылак шыв урӑх ҫӗршыврисенчен пӗрре те кая мар пуласса шанать вӑл. Кӑҫал ҫамрӑк экономика аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ конкурса хутшӑнса 500 пин тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Укҫапа пластик савӑтсем тумалли хатӗрсем туяннӑ. Патшалӑх тӗрев пани ҫамрӑка хавхалану кӳрет. Хӑй те ыттисене пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пылак кучченеҫпе тивӗҫтерет Илья Григорьев. 

Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Екатерина Янгалакова