Елчӗк районӗнче коронавируспа чирленӗ 13 ҫынна палӑртнӑ

Ҫанталӑк палӑрмаллах ӑшӑтрӗ пулин те, ҫак кунсенче сӑлтавсӑр урама тухма юрамасть.

Усал вирусран сыхланса килте пулмалли йӗркене уйрӑмах ват ҫынсене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Урама тухманни кӑна мар, хӑна-вӗрле те пухма юрамасть. Ҫапла, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан Ирина Ермакова 100 те 5 ҫулхи юбилейне кӗтсе илчӗ. Малтанласа ҫак куна йышлӑ мӑнукӗсемпе уявлама палӑртнӑ вӑл. Хӑш-пӗринпе нумайранпа курса калаҫман. Анчах та усал чирпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пула тӑванӗсемпе пӗр кӗрекере савӑнма май килмерӗ, тет хисеплӗ ватӑ. Сумлӑ юбилейе пӗрле пурӑнакан хӗрӗпе кӑна паллӑ тума тивнӗ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров