Эфирта кӑна мар, кадр хыҫӗнче те илемлӗ пулмалла. Ҫакна тӗпе хурса ҫавра ҫул тӗлне хамӑр ҫурт картишне хӑтлӑх кӗртес терӗмӗр, - тет телерадиокомпани директорӗ Екатерина Канюка. Ку пуҫарӑва пирӗнпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ радиопа телевидени сигналне саракан центрти ӗҫтешсем те хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Вӗсем те йышпа пухӑнса ҫурт таврашне тирпей-илем кӗртме тухрӗҫ.
Икӗ компание, чӑн та, юбилей ҫулталӑкӗ пӗрлештерет. Радиопа телевидени сигналне саракан центр РТРС йышӗнче 25 ҫулне паллӑ тӑвать. Чӑваш телевиденийӗ 65 ҫул каялла никӗсленнӗ, Чӑваш радио сасси янӑрама пуҫланӑранпа вара 100 ҫул пулать. Пурте пӗр тӗллевпе - куракансене, итлекенсене паха кӑларӑмсемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫуралнӑ куна халалланӑ ӗҫ-пуҫа та пӗрле ирттеретпӗр.
Хальхинче хамӑр пата хӑнана республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн хастарӗсене йыхравларӑмӑр. Туслӑ ушкӑн телерадиокомпанире ӗҫлекенсене пулӑшма хавас пулчӗ. Вейгела, жасмин, астра, гортензи ешерӗ кунта.
Чечексем ҫеҫкене ларасса халӗ пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта сак вырнаҫтарма, сукмак тума палӑртнӑ. Юбилей ячӗпе никӗсленӗ сад илемӗпе кӳршӗсем те киленме пултарӗҫ, экскурсие килекенсене те кунта кӑмӑллӑ пуласса шанатпӑр.
Екатерина Фомина, Андрей Шоклев








