"Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакан студентсене чысларӗҫ

Вӗсен йышӗнче "Мы вместе" тата "Молодая гвардия" юхӑмсен хастарӗсем, ҫут ӗҫ тата медик-волонтёрсем. 

Икӗ ҫул каялла коронавирус республикӑра анлӑ сарӑлма пуҫласан волонтерсен шучӗ самай ӳснӗ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене пулӑшассинчен чылай ҫамрӑк аякра юлман. Сӑмахран, волонтёр-медиксем сиплев учрежденийӗсенче канмалли кунсемсӗр ӗҫленӗ. Студентсем тухтӑрсемпе медицина сестрисене пулӑшнӑ, колл-центрсенче шӑнкӑравсем йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ыркӑмӑллисем пӗччен пурӑнакан, килтен тухайман ватӑсене те тимлӗх уйӑрнӑ: апат-ҫимӗҫ, эмел киле ҫитерсе панӑ. Пӗтӗмпе тӗл пулура 23 волонтёра чысларӗҫ. Унсӑр пуҫне 5 ҫамрӑка "Герой нашего времени" медаль парса хавхалантарчӗҫ. 

Елена Дмитриева