Ӗҫсем палӑртнинчен 6 уйӑх таран юлса пыраҫҫӗ

Шупашкарти Граждан урамӗнчи пӗлтӗр пуҫланнӑ юсав хӑҫан вӗҫленӗ? Ҫак ыйту хулара пурӑнакансемпе пӗрлех вырӑнти пуҫлӑхсене те канӑҫсӑрлантарать. Унӑн хуравне шыраса хула администрацийӗ ҫул-йӗр тӑвакансемпе пӗрле вырӑна тухса калаҫрӗ.

Граждан урамӗнче кашни кунах ирӗн-каҫӑн транспорт пӑкӑланать. Уйрӑмах кунта хӗллехи кунсенче йывӑр. Ҫул ҫинче авари-тавраш пулас пулсан вара урам чарӑнсах тӑрать. Кун пек чухне палӑртнӑ ҫӗре вӑхӑтлӑ ҫитесси пирки шухӑшласси те ҫук. Граждан урамне иртнӗ ҫул ҫӗнетме пуҫланӑ. Ӗҫе пикенсенех строительсем проектра палӑртса хӑварман чӑрмавсемпе тӗл пулнӑ. Сӑлтавӗ - ҫӗр айӗнчи коммуникацисем пирки хӑй вӑхӑтӗнче ятарлӑ службӑна тӗрӗс информаци парса пыманни. Ҫавна пула шыв юххи, газ, электричество тата ӑшӑ тытӑмӗпе, ҫавӑн пекех троллейбус йӗрӗпе ҫыхӑннӑ самантсене проект хатӗрлекен Хусанти фирма кирлӗ пек палӑртса хӑварайман. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин ҫула юсакан "Дорисс" пӗрлешӳ умӗнчи йывӑрлӑха лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпа та мӗнпур яваплӑ службӑна ҫак ӗҫе явӑҫтарса лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатма тӑрӑшмаллине каларӗ. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин