Венера Петровнапа Петр Григорьевич ҫак ҫуртра 16 ҫул пурӑннӑ. Асӑну хӑмине Чӗмпӗр чӑвашӗсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи Александр Вражкин пуҫарнипе вырнаҫтарнӑ.
Петр Маркин ҫыравҫӑ ҫав тӑрӑхран пулнӑ. Вӑл 1930-мӗш ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елаур ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 30 кӗнеке авторӗ. Салтака кайса килнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Саратов тӑрӑхӗнче, Хусанта, унтан Шупашкарти "Ҫамрӑк коммунист" хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ. Каярахпа 22 ҫул чӑваш телевиденийӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ ачалӑхӗнчи йывӑр кунӗсем пирки сахал мар ҫырнӑ вӑл. Унӑн хайлавӗсем тӑрӑх "Мелодия леса", "Стёпушкино поле" тата "На берегах Малейки" фильмсем ӳкернӗ.
Венера Большова пирки те вӑрҫӑ ачи темелле. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче 1938 ҫулта ҫуралса ӳснӗ. Педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗмӗрӗпех вара Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче ӗҫленӗ - корреспондент, редактор, телерадиокомитет председателӗ пулнӑ. Венера Большова пуҫарса янӑ "Ӑраскал" радиокӑларӑма итлесе темиçе ăру ÿссе çитĕннĕ. Уншӑн ӗҫре чăвашлăхпа тăван культурӑна аталантарасси малти вырăнта пулнă. Ҫавӑнпа эфирта литература тата музыка кăларăмĕсем, телепоэмӑскем, ӳнер калаҫӑвӗсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Венера Большова Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята, "Хисеп Палли" ордена тивӗҫнӗ.
Пухӑннисем иккӗшӗн пирки те нумай ыррине аса илчӗҫ. Мӑшӑр ӗҫре те, килте те ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртрӗҫ. Вӗсем асӑну хӑми ҫинче те пӗрле. Икӗ ҫӑлтӑр - икӗ ҫутӑ сӑнар.
Надежда Александрова, Андрей Шоклев