Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи Шомикри интернатӑн Каршлӑхри уйрӑмӗнче пулчӗ

Унта пурӑнакансен йышӗнче тыл тата ӗҫ ветеранӗсем те пур. Вӗсене ҫывхаракан аслӑ уявпа саламларӗ, парнесем пачӗ.

Хальхи вӑхӑтра Каршлӑхри стационар уйрӑмӗнче 8 тыл тата 19 ӗҫ ветеранӗпе вӑрҫӑ ачи пурӑнать. Вӗсемшӗн кашниншӗн Аслӑ Ҫӗнтерӳ чи пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартма пулӑшнӑ ветерансене ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. Вӑл хисеплӗ ватӑсем патне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн саламлӑ ҫырӑвӗпе парнисене илсе ҫитерчӗ. Уяв кӑмӑл-туйӑмне шкул ачисем юрӑ-ташӑпа ҫӗклерӗҫ. Ветерансен кӑкӑрӗсем ҫине Георгий хӑйӑвне ҫакса ячӗҫ.   

Кунта пурӑнакансенчен чи асли - 100 ҫулти Перасковья Иванова. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 18та пулнӑ. Хӗрӗн черчен хул пуҫҫийӗ ҫине чылай йывӑрлӑх тиеннӗ. Вӑл окоп чавнӑ, фронт валли ҫӗр улми хатӗрленӗ, лаборантра вӑй хунӑ. "Ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗҫленӗ. Ҫамрӑк пулнипе ывӑннине те туйман", - аса илчӗ тыл ветеранӗ.

Вӑрҫӑ пирки шӑрантарнӑ юрӑсене итленӗ май ветерансен куҫӗсем шывланчӗҫ. Ун пек синкер самана ҫӗр ҫинче урӑх нихӑҫан та ан пултӑрччӗ, терӗҫ.  

Оксана Верликова, Михаил Солин