Слет программи пуян пулчӗ. Ҫамрӑксем пултарулӑх урокӗсене хутшӑнчӗҫ, спикерсемпе тӗл пулчӗҫ, спорт ӑмартӑвӗсенче вӑй виҫрӗҫ. Ӗҫлеме те, канма та пӗлнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ.
Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем ҫулсерен республика чысне ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче хастар хӳтӗлеҫҫӗ. Слета хутшӑнса вӗсем хӑйсене валли ҫӗнни, кӑсӑкли пӗлме тӑрӑшрӗҫ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ.
Ҫӗмӗрлери волонтерсем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшас тӗллевпе хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе тата ытларах ҫынна явӑҫтарас, ҫамрӑксене вӗрентес тесе вӗсем ӑсталӑх урокӗ йӗркелерӗҫ. Ҫамрӑксен туризм слетӗнче пӗрремӗш вырӑна Ҫӗмӗрле хулин "Сирена" тата Вӑрнар тӑрӑхӗн "Булат" ушкӑнӗсем пайларӗҫ.
Оксана Верликова, Николай Марков