Ӗҫ тупмалли майсем анлӑрах пулӗҫ

Чӑваш Енре халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене ҫӗнетме пуҫланӑ. Малашне унта ваканси сӗннипе пӗрлех карьера тума та пулӑшӗҫ. "Работа России" кадр центрӗсене Канашра, Улатӑрта хута янӑ, халӗ Ҫӗмӗрлере те уҫӑлчӗ. 

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Ҫурта илем, хӑтлӑх кӳнипе пӗрлех кунта ӗҫ йӗркине те улӑштарнӑ. Цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртни уйрӑмах меллӗ. Черете электронлӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Ӗҫ шыракан хӑй тӗллӗнех вакансисен списокне пӑхма, собеседованине ҫырӑнма пултарать. Халӗ Ҫӗмӗрлери центрта 149 ӗҫсӗр ҫынна шута илнӗ, ҫулталӑк каялла вӗсем пине яхӑн пулнӑ. Пулӑшу майӗсем анлӑ. Центр урлӑ хушма пӗлӳ илме те, психологпа канашлама та май пур. 2023-мӗш ҫул вӗҫне Чӑваш Енри халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен мӗн пур центр "Работа России" ятлӑ кадр агентстви пулса тӑрӗ. 

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Андрей Шоклев