Ӗҫ паттӑрлӑхӗ пирки ҫӗршывӗпех пӗлме тивӗҫ

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене асӑнса Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче палӑк хӑпартаҫҫӗ. Унти ӗҫсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Объектра халь хӗрӳ ӗҫ пырать. Постамента ҫирӗплетмелли монолит кӑшкарӑн никӗсне хатӗрленӗ. Газ пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ. Мемориал тӑвас ӗҫе икӗ пая пайланӑ. Пӗрремӗшне ҫак уйӑхӑн 28-мӗш тӗлне вӗҫлемелле. Ку ахальтен мар. Шӑп ҫав кун 80 ҫул каялла хӳтӗлев чиккине тума пуҫланӑ. Ӗҫӗн малтанхи тапхӑрӗ валли 300 миллион тенкӗ кирлӗ. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансем 380-а яхӑн ҫухрӑм окоп чавнӑ. Кашни вунӑ ҫухрӑм пуҫне пӗр стелла вырнаҫтарӗҫ кунта. Пурӗ вӗсем 38 пулӗҫ. Палӑка ҫирӗплетсен тӑпра килсе тӑкӗҫ, унтан чул вырнаҫтарӗҫ. Кун хыҫҫӑн Чӑваш Енри кашни района халалласа тепӗр 21 стелла ҫирӗплетӗҫ. Кунта астӑвӑмпа паттӑрлӑх вырӑнӗ пулӗ. 

Алена Артемкина, Анна Лобанова, Михаил Солин