Ӗҫ паттӑрӗсен ячӗпе йывӑҫ-тӗм ешерӗ

Тылри паттӑрлӑха халалласа Куславкка районӗнче ҫӗклекен мемориала ҫак уйӑхра туса пӗтермелле. Асӑну вырӑнӗ кунран кун капӑрланса пырать. Ун таврашне йывӑҫ тӗмпе илемлетес ӗҫе пирӗн телерадиокомпанире тӑрӑшакансем те хутшӑнчӗҫ.

Массӑллӑ хыпарлав тытӑмӗнче ӗҫлекенсем кунта час-часах пулкалаҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине ҫутатмалла-ҫке. Анчах та харӑсах кун чухлӗ журналист ку асӑну вырӑнӗнче халиччен пулманччӗ. Пухӑннисене малтанах район пуҫлӑхӗ Владислав Шмелев паян-ыран туса пӗтермелли мемориал комплексӗпе паллаштарчӗ. Унтан пурте пӗрле ятарласа уйӑрнӑ вырӑнта лутра ӳсекен йывӑҫсем лартрӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫе тӗрлӗ телевиденипе радио, хаҫат журнал тата ытти хыпарлав пайӗнче ӗҫлекен 40 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Алексей Енейкин, Святослав Петров, Андрей Шоклев