Ӗҫ мӗнле пынине асӑрхасах тӑрӗҫ

Сӑмах - Пӑрачкавпа Улатӑр тӑрӑхӗсенче тӑвакан интернат ҫурчӗ, шкул тата шыв скважинисем пирки. Правительство ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов кашни объектпа тӗплӗн паллашрӗ, вырӑнтах канашлу ирттерчӗ.

Улатӑр тӑрӑхӗнчи Атрать посёлокӗнче ваттисемпе инвалидсен интернат ҫурчӗн ҫӗнӗ корпусӗ ҫӗкленет. Унӑн никӗсне 2023-мӗш ҫулта хывнӑ. Халӗ кунта ҫурт тӑррине витеҫҫӗ, чӳречесем лартаҫҫӗ. Шалта та ӗҫ вӗрет. Ҫапах подрядчикӑн васкамалла. 

Социаллӑ учрежденин тӑватӑ хутлӑ ҫӗнӗ корпусӗпе столовӑйне ҫулталӑк вӗҫлениччен хута яма палӑртнӑ. Пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫе "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пуҫӑннӑ. Сергей Артамонов вице-премьер стройка мӗнле пынине округ администрацийӗнче ӗҫлекенсемпе депутатсене кашни эрнерех вырӑна ҫитсе тӗрӗслеме ыйтрӗ. Сӑмах май, Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе регионта тӑвакан кашни социаллӑ объект ҫумне яваплӑ депутата ҫирӗплетӗҫ. Атратьри интернат ҫуртне Андрей Марушин тимлесе тӑрӗ. Ҫӗнӗ корпус 158 ҫынна йышӑнма пултарӗ. 

Чуварлейре вара кӑҫал 300 ача валли ҫӗнӗ шкул тума пуҫламалла. 

Кивви самаях юхӑннӑ, паянхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтермест. Укҫине - уйӑрнӑ, пӗлӳ ҫуртне лартмалли вырӑна палӑртнӑ. Халӗ подрядчике суйламалла. 

Унччен ирттернӗ икӗ аукцион усӑсӑр пулнӑ. Шкула кӗске вӑхӑтра тумаллипе строительство организацийӗсем килӗшмен. Ҫавна май конкурс документацине улшӑнусем кӗртме тивнӗ. 

Пулас шкул таврашне хӑтлӑх кӳресси те пӗлтерӗшлӗ. Чуварлей урлӑ "Шупашкар-Сӑр" автомобиль ҫулӗ иртет. Ҫак лаптӑкра ҫутӑ хунарӗсем, тротуарсем кирлӗ - ачасене ҫӳреме хӑрушсӑр пултӑр. Транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе 2023-мӗш ҫултах проект хатӗрленӗ. Халӗ ӑна улшӑнусем кӗртмелле те шкула тумалли графикпе шайлаштарса ӗҫе пуҫӑнмалла. 

Пӑрачкав салинче халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес ыйту ҫивӗч тӑрать. Хальхи вӑхӑтра кунта 4 скважина ӗҫлет, пӗри самай кивелнӗ, ыттисенче вара шыв пахалӑхӗ начар. Республика Пӑрачкав валли 65 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ҫак укҫапа икӗ скважина, насус станцийӗ тумалла тата 10 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ хумалла. Подрядчике ҫу уйӑхӗнче палӑртӗҫ. Ҫак объекта хута яни 6 пин ҫынна таса шывпа тивӗҫтерме май парӗ, ҫав шутра Анастасово, Бахмутово тата Коровино ялӗсенче пурӑнакансене те. 

- Енчен те йывӑрлӑхсем пулсан - пытарма кирлӗ мар, пӗрле татса пама тӑрӑшӑпӑр, - терӗ Сергей Артамонов. 

Екатерина Фомина, Степан Гурьянов