Олимп резервӗн 2-мӗш шкулӗ хӗллехи спорт тӗсӗсен атлечӗсене чи нумай хатӗрлесе кӑлараканӗ. Халӗ кунта 545 хӗрпе каччӑ ӑсталӑхне туптать. Шкулта 4 уйрӑм ӗҫлет: йӗлтӗрпе чупасси, биатлон, фристайл тата конькипе чупасси. Кӑҫал 6 вӗренекен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме пултарнӑ. Шкула "Спорт-пурнӑҫ норми" программӑпа тата "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулӑшсах пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр ӑна 6 миллион тенкӗ ытла субсиди уйӑрнӑ. Апла пулин те 4 спорт тӗсне туллин аталантарма майсем ҫитсе пымаҫҫӗ. Тӗл пулура спорт шкулӗн аталанӑвне сӳтсе явнисӗр пуҫне, тренерсен ӗҫ майӗсем пирки те калаҫрӗҫ. Василий Петров министр палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри 72 спорт федерацинчен 32-шӗ кӑна тухӑҫлӑ ӗҫлет. Ыттисене те хастартарах пулма, министерствӑпа тачӑрах ҫыхӑну тытма ыйтрӗ вӑл.
Надежда Александрова, Святослав Петров