Конференцие хутшӑнакансем малтанах куравпа паллашма пултарчӗҫ. Экспозицире - ӗҫ тум-тирӗ тата хӳтӗлев хатӗрӗсем. Тӗрлӗ предприятири специалистсем валли экспертсем калаҫусемпе ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерчӗҫ, ӗҫ саккунӗнчи улшӑнусемпе паллаштарчӗҫ.
Конференцие пухӑннисем хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса ӗҫлес, ҫакӑн валли тивӗҫлӗ майсем йӗркелес, производствӑра суранланакансен шутне чакарас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура "Ӗҫ сыхлавӗ ачасен куҫӗпе" ятпа иртнӗ ӳкерчӗксен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ. Вӗсене дипломсемпе асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗс. Ачасем ӳкерчӗксенче ӗҫ вырӑнӗнчи хӑрушсӑрлӑха мӗнле курнине сӑнланӑ. Ҫавӑн пекех конференцире производствӑра суранланнисене пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памаллине кӑтартса пачӗҫ. Конференци ӗҫ вырӑнӗнчи хӑрушсӑрлӑх - ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫне сыхласа хӑваракан тӗп мел пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.
Оксана Верликова, Юрий Марков








