Донбасс тӑрӑхне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Чӑваш Енре пурӑнакансем 30 тонна яхӑн апат-ҫимӗҫ пухнӑ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ гигиена хатӗрӗсемпе тултарнӑ хушма машин леҫрӗҫ. 

Хула ҫыннисем акцие хастар хутшӑнчӗҫ. Кашниех пултарнӑ таран тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ йӑтса килнӗ: хуратул тата ытти кӗрпе, сахӑр, консервӑсем.  Асап тӳсекенсене кӑштах та пулин пулӑшу пултӑр, теҫҫӗ шупашкарсем. Донбаса унччен те 300 тонна яхӑн тавар ӑсатнӑ. Хальхинче гуманитари пулӑшӑвне "Справедливая Россия - За правду" партин регионти уйрӑмӗ пуҫарнӑ. Унӑн ертӳҫи Анатолий Аксаков хӑй те икӗ ҫул Киев хулинче пурӑннӑ. Икӗ халӑх хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та туйман, тет вӑл. Чӑваш Енри предприятисем пурте тенӗ пекех ырӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑ, май килнӗ таран пулӑшнӑ. Донбасс тӑрӑхӗнче пурӑнакансен кӑмӑлне хӑпартма пылак кучченеҫсем те тиерӗҫ. Унсӑр пуҫне гигиена хатӗрӗсем те питӗ кирлӗ. Санитари енчен халӗ Донецкпа Луганскра лару-тӑру йывӑр. Ҫакӑн валли хушма транспорт уйӑрнӑ. Гуманитари пулӑшӑвне Шупашкарти арҫынсен мӑнастирӗнче пуҫтарчӗҫ. Раҫҫейре те, Украинӑра та, тӗпрен илсен, православи тӗнне пӑхӑнакансем пурӑнаҫҫӗ. Инҫе ҫула тухакансене Савватий митрополит пиллерӗ. 


Вероника Павлова, Димитрий Макаров