Вӑрмар районӗнчи Патти ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑка шӑпи пурӑнас кунӗсене ытла та хӗрхенсе панӑ. 24 ҫулта ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ каччӑ мӗн ачаран пуринчен малта пулма талпӑннӑ. Сергеевсен пӗчӗкрен лара-тӑра пӗлмен ывӑлӗ Володя ҫирӗп дисциплинӑна хӑнӑхнӑ. Ҫакӑ ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех пулӑшса пынӑ.
Вӗренӳре-и, спортра-и, службӑра-и - Патти ялӗн каччи пур ҫӗрте те малтисен ретӗнче пулма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпах пулӗ хӑйӗн пурнӑҫне те ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарас тенӗ. Шкул пӗтерсен Хусанти танк училищине вӗренме кӗнӗ, ӑсталӑхне пур енлӗн туптанӑ. Владимир Сергеев - ҫар ӗҫӗн Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ, йӗлтӗрпе чупассипе Тутар Республикин чемпионӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ енлӗ тупӑшассипе спорт мастерӗн нормативне тултарнӑ. Володя тӑванӗсемшӗн те, юлташӗсемшӗн те, службӑра пӗрле тӑракансемшӗн те яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.
Диана Иванова, Димитрий Макаров