Документ пуҫтарассишӗн кулянас ҫук

Тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх илекенсен прависене тепӗр ҫур ҫуллӑха тӑсӗҫ.

Любовь Филатова ӗҫ ветеранӗ  пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ҫӑмӑллӑхсемшӗн кашни уйӑхра субсиди илсе тӑрать.  Патшалӑх пулӑшӑвне малалла тивӗҫме унӑн ака уйӑхӗнче заявлени ҫырмалла пулнӑ. Анчах та килте лармалли тапхӑрта кирлӗ документсене пуҫтарма йывӑр. Ҫавӑнпа та субсиди илессине ятарлӑ ведомствӑри специалистсем хӑйсемех ҫур ҫуллӑха тӑсӗҫ. Хӗрарӑм ҫакӑн пек майсем туса панишӗн питӗ хӗпӗртенӗ.

 

Елена Дмитриева, Никита Углев