Правительство кунӗнче малтанах муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов муркашсен ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ тата тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Округра 5 ҫухрӑма яхӑн 3 ҫул лаптӑкне юсанӑ, "Солнышко" ача-пӑча сатне тӗпрен ҫӗнетнӗ, Муркашпа Мӑн Сӗнтӗрти Ҫӗнтерӳ паркӗсене хӑтлӑлатнӑ, ялсенче 7 спорт лаптӑкне тунӑ тата ытти те. Муркаш тӑрӑхӗ Шупашкара ҫывӑх тата Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Мӑ-7 федераци трасси те иртсе каять. Ҫакӑ тӗрлӗ тытӑмра кӑсӑклӑ проектсем пурнӑҫа кӗртме май парать, палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
2030-мӗш ҫулччен ку тӑрӑхра 20 инвестици тата 161 инфраструктура проекчӗ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех округ 14 мегапроекта хутшӑнӗ. Вӑл шутра Муркаш тӑрӑхӗнче санаторипе курорт кластерне йӗркелемелле, аслӑ ӑрурисен ӗмӗрне вӑрӑмлатма пулӑшакан "Манӑн социаллӑ центр" уҫмалла тата ӑпӑр-тапӑра тирпейлекен комплекс хута ямалла. Унсӑр пуҫне агротехнопаркпа пурӑнмалли ҫуртсен кварталне тумалла, Атӑл ҫыранӗнче туристсене илӗртекен ҫӗнӗ объектсем вырнаҫтармалла. Регион ертӳҫи халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусене те хуравларӗ. Правительство кунӗнче округӑн аталану ҫул-йӗрне тишкернипе пӗрлех ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ. Кашмашри культура ҫуртне 28 ҫул ертсе пыракан Роза Николаева "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ.
Тӗллевсене палӑртнӑ, ҫине тӑрса ӗҫлемелле кӑна юлать, терӗҫ канашлӑва пӗтӗмлетсе.
Диана Иванова, Михаил Солин