Шупашкар хулин ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци учрежденийӗнче малашне нумай ӗҫ тума пулакан ҫемье центрӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Кунта малтанах тӗплӗ юсав тунӑ. Пурӗ 250 тӑваткал метр лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра оборудовани кӳрсе килмелле.
Центрта специалистсем ҫителӗклӗ. Вӗсем ачасемпе мастер-классем те, тӗрлӗ пултарулӑх урокӗсем те ирттерме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, халӗ тӑрӑшсах усал-тӗселтен сыхлакан пуканесем ӑсталаҫҫӗ кунта. Вӗсене Мускаври курав валли хатӗрлеҫҫӗ. Пуканесен кӗсйине ҫип, тырӑ пӗрчи тата 5 пуслӑх укҫа хураҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫ тата нумай пуласса шантараҫҫӗ кунта тӑрӑшакансем.
Ҫемье центрӗнче халех йышӑнаҫҫӗ тесен те юрать. Анна Качушкинан 3 ача. Пысӑк ҫемьене укҫа ҫитсех пымасть. Хӗрарӑм пӗр ачине кӑнтӑрлахи ушкӑна вырнаҫтарасшӑн. Кунта унсӑр пуҫне ача ҫитӗнтерме кирлӗ тӗрлӗ япала вӑхӑтлӑх тара илме юрать. Ҫакӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пысӑк пулӑшу.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров