"Шупашкарӑн хисеплӗ гражданинӗ" ята 1980-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Ӑна тивӗҫнӗ пӗрремӗш хастар - Совет Союзӗн икӗ хут геройӗ, Андриян Николаев летчик-космонавт. Чи тивӗҫлине суйлама халӑх сасӑлавӗ те пулӑшать. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫе 3 ҫын хушшинче палӑртнӑ - Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр завочӗн директорӗ Елена Бадаева, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч тата "Отделфинстрой" пӗрлешӳ директорӗ Александр Черкунов. Чи нумай сасӑ пухаканӗ - Елена Игнатьевна. Вӑл Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1964-мӗшӗнче ҫӑкӑр заводӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пуҫарулӑхӗпе ӗҫченлӗхне кура 1993-мӗш ҫулта ӑна предприятин тӗп директорӗ пулма шаннӑ. Вӑл унччен тӑкаклӑ ӗҫленӗ пӗрлешӗве тупӑшлӑ тума пултарнӑ. Елена Бадаевана савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑю тата ятарлӑ паллӑ ҫакса ячӗҫ, удостоверени пачӗҫ.
Алена Артемкина, Димитрий Макаров