Республикӑри юн илмелли станцие партире тӑракансемпе пӗрлех, ҫамрӑк гвардеецсем тата волонтерсем пухӑнчӗҫ. Вӗсем ҫак процедурӑна яваплӑ хатӗрленнине палӑртрӗҫ. Мӗншӗн тесен юн парас умӗн ҫуллӑ, пылак апат ҫиме, эрех ӗҫме юрамасть. Унсӑр пуҫне кашниех медицина тӗрӗслевӗ тухать, анализ парать. Вӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх кӑна пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнтараҫҫӗ. Юн паракансен йышӗнче пӗрремӗш хут килекенсем те, тӑтӑшах ҫак ӗҫе хутшӑнакансем те пулчӗҫ. Хаклӑ шӗвеке республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене те, ытти ҫӗре те ӑсатӗҫ.
Надежда Александрова, Михаил Солин