Ҫынна ырӑ тӑвакан хӑй те ырӑ курать

Паян - доброволец кунӗ. Чӑваш Енре 68 пине яхӑн ырӑ ӗҫ тӑвакан шутланать. Вӑл йышра 600 ытла кӗмӗл е 55 ҫултан иртнӗ волонтер. Хастар та пултаруллӑ, ялан ҫынна пулӑшма васкакансене ҫак кунсенче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чысларӗ. Вӗсенчен пӗри - кӗмӗл волонтерсен регионти координаторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Лариса Мышева. 

Лариса Мышева республикӑри "кӗмӗл" волонтерсен координаторӗ. Ырӑ ӗҫ тумаллине вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех ӑша хывнӑ, тимур отрячӗн командирӗ пулнӑ. Паян та чун ыйтнине тивӗҫлӗ туса пырать. Лариса Ивановна пӗрре те ахаль лармасть. Халӗ вӑл юлташӗсемпе вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ пепкесем валли ӑшӑ калпаксем ҫыхать. 

Кӗмӗл волонтерсем пӗр ӗҫрен те юлмаҫҫӗ: субботниксене хутшӑнаҫҫӗ, ватӑсемпе сусӑрсене пулӑшаҫҫӗ, чирлӗ ачасене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсене спектакль лартса пама хатӗрленеҫҫӗ. Кашни ӗҫе чун хистенипе тӑваҫҫӗ. 

Лариса Мышева 20 ҫул ӗнтӗ тӗп хулари 33-мӗш шкулта физкультура учителӗнче тӑрӑшать. Ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарать, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн тӗслӗхӗпе ырӑ чунлӑ пулма, ҫынсене пулӑшма хавхалантарать. Республикӑра ырӑ ӗҫ тӑвакансен форумӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев Лариса Мышевана ыркӑмӑллӑх енӗпе курӑмлӑ ӗҫсем тунӑшӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа чысларӗ. Ҫакӑн пек хисеп туни малашне тата та ытларах хавхаланса тӑрӑшма вӑй парать, тет Лариса Ивановна.

Диана Иванова, Димитрий Макаров, Святослав Петров