Иванпа Людмила Мадебейкинсем ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленсе пурӑнакан хисеплӗ мӑшӑр. Вӗсен ҫурчӗ умӗнче барбарис, катӑркас, темиҫе тӗрлӗ вӗрене, ҫӑка, чӑрӑш тата ытти чылай йывӑҫ ӳсет. Ҫак пуянлӑха хӑш-пӗр ҫынсем упрама пӗлменни кӑна кӳрентерет ватӑсене. Иван Николаевич ял хуҫалӑх наукисен докторӗ тата профессор. Ӗмӗрӗпех ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрас ӗҫре вӑй хунӑ, ял хуҫалӑх институтӗнче тӑрӑшнӑ. Ку тӑрӑхра кӑна вӑл 4 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ. "Сывлӑх хамӑр алӑра" тенине шута илсе хисеплӗ ватӑсем ҫулне пӑхмасӑр юратнӑ ӗҫпе аппаланаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Семен Антонов