Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен суйлав умӗнхи агитаци тапхӑрӗ пуҫланать

Кандидатсемпе партисен хӑйсен программипе паллаштарма уйӑха яхӑн вӑхӑт пулать. Пандеми чакманнине кура агитацие санитари нормисене пӑхӑнса ирттерме тивет.

Коронавирус суйлав участокӗсен ӗҫне те витӗм кӳрет. 

Чӑваш Республикинче вӑхӑтлӑх суйлав участокӗсен шутне икӗ хута яхӑн чакарнӑ. Малтан вӗсене 14 лаптӑкра йӗркелеме палӑртнӑ - 12-шне больницӑсенчесенче, тепӗр 2-шне - следстви изоляторӗнче. Анчах та хӑшпӗр сиплев учреждени "хӗрлӗ зонӑра" пулнӑ май, вӗсенче сасӑлав ирттерме май ҫук. Республикӑра пурӗ 1108 суйлав участокӗ тата 7 участок граждансем вӑхӑтлӑх пурӑнакан вырӑнсенче йӗркелеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енре Патшалӑх Думин депутачӗсемпе пӗрлех республика парламенчӗн - Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлаҫҫӗ. Раҫҫей Думин суйлавне 14 партипе 18 уйрӑм кандидат, Патшалӑх Канашӗн - 10 партипе 100 ытла уйрӑм кандидат хутшӑнаҫҫӗ. Сасӑлав виҫӗ кун - авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшчен пырать.

 

Диана Иванова, Игорь Ульянов