Ҫавӑн пекех ҫурла уйӑхӗпе тӗрлӗ йӑла-йӗрке тата ӗненӳ ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, хальхи вӑхӑт палли - хӗвел. Вӑл ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшӳпе ӑнӑҫу илсе килмелле. Паян - Илем кунӗ. Илле пророк пӗрлешекенсене хӳтӗлет, теҫҫӗ. Ҫак кун ҫемье ҫавӑракансене тату пурнӑҫпа пуянлӑх кӗтет, имӗш. Ҫав вӑхӑтрах паян венчет тӑни аван, анчах та шавлӑ туй тӑвассине урӑх куна куҫарма сӗнеҫҫӗ. Республикӑри ЗАГС органӗсенче паян, сӑмахран, 27 мӑшӑр пӗр-пӗрне ҫӗрӗсем тӑхӑнтартма килӗшнӗ. Ҫавӑн пекех ҫурла уйӑхӗнче 8-мӗш числона килӗштереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 8-мӗш уйӑх пулни те кӑсӑклӑ. Ҫак число - пӗр вӗҫӗмсӗрлӗх палли пек. Ҫавӑнпа ҫав кун мӑшӑрлакансем нумай ҫул килӗштерсе пурӑнасса ӗненеҫҫӗ. 14-мӗшӗнче вара Успени типпи пуҫланать. Вӑл икӗ эрнене пырать. Паллах, чылайӑшӗ ҫакна та шута илӗҫ пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ куна суйланӑ чухне.