Ҫурхи уяв кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклекен илемлӗх 

Ыран паллӑ тӑвакан Хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне республикӑри теплицӑсенче чечексем ҫитӗнтернӗ, уйрӑмах тюльпан нумай. Мартӑн 8-мӗшне специалистем чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ. 

Тюльпан йӑранӗсем тӗспе тулса ҫитнӗ - хӗрлӗ, сарӑ, кӗрен чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Суханӗсене раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче лартса хӑварнӑ. Ҫак хушӑра вӗсем йӑл илсе илемлӗ ҫеҫке ҫурас патне ҫитнӗ. Урамра хӗллехи ҫанталӑк тӑнине пӑхмасӑр кунта вӗсем хӑйсене аван туяҫҫӗ - теплицӑра ятарлӑ климат туса панӑ. Ванюшкинсем 10 ҫул каялла чечек ӳстерме пуҫланӑ. Халӑх кӑмӑллама ӗлкӗрнисене те, ҫӗнӗ сортсем те ҫитӗнтереҫҫӗ. Кӑҫал, сӑмахран, ҫак фиалка тӗслине лартса пӑхнӑ, вӑл ыттисенчен папкисем сарлака уҫӑлнипе уйрӑлса тӑрать. Тюльпансемпе пӗрлех каллы, ранункулюс, георгин тата ытти вун-вун тӗрлӗ чечек лартнӑ. Кашнин хӑйӗн вӑхӑчӗ. Каярах пулаканнисене халӗ пайласа куҫарса лартаҫҫӗ. Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть - шӑвармалла, апатлантармалла, касса тирпейлемелле. Ҫапла ҫулталӑк тӑршшӗпех теплицӑра пӗрин хыҫҫӑн тепри илемлӗ чечек ҫурӑлать. Чӑн та, санкцисене пула вӑрлӑх туянма йывӑртарах. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне тюльпансене кунта 2 хут сахалтарах ҫитӗнтернӗ. Анчах кирек епле уявпа саламлас текенсене кунсерен тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ - Ҫуралнӑ кун е туй, шкултан вӗренсе тухни е Пӗлӳ кунӗ - чечек ӳстерекенсен сезон пуҫланать кӑна-ха. Чикӗ леш енчен илсе килекен чечек те нумай. Ытларах чухне Нидерланды, Эквадорпа Кенирен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫавах та санкцисем витӗм кӳнине пула вӗсене илсе ҫитересси вӑраха тӑсӑлать, хакӗ те самай ӳснӗ. 

Хамӑр патра ҫитӗнтернисене каснӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетренех лавккасенче туянма пулать. Пирӗн республикӑра Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Элӗк тӑрӑхӗсенче чечек ӳстерессипе аван ӗҫлеҫҫӗ. Флористсем ҫеҫкине ҫурман ҫыхӑсем парнелеме сӗнеҫҫӗ - ҫапла чечексем шывра аталанса ытларах упранаҫҫӗ. Паллах, ыйтакансем нумай пулнӑран чечексем те хакланаҫҫӗ. Раҫҫей аналитикӗсем шутланӑ тӑрӑх, пӗр ҫыхӑ 3 пин тенкӗрен те иртет. Ҫавах та хаклӑ ҫынна - аннене, мӑшӑра, савнине, аппа-йӑмӑка ҫапла тимлӗх уйӑрни темрен те паха.

 

Ирина Николаева, Анна Филиппова, Святослав Петров