Ҫуралнӑ тӑрӑхне уяв ирттерсе хисеп турӗҫ

Какай шӳрпипе сӑйланма, ӑмӑртусенче тупӑшма тата тус-тантӑшсемпе тӗл пулма. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малтикас Ялтӑрара пурӑнакансем уява пуҫтарӑнчӗҫ. Тӑван ене кунта ҫуралса ӳснисем чылай ҫӗртен ҫитрӗҫ. Ял хастарӗсем те хӑнасене кӗтсе илме тӗплӗ хатӗрленнӗ. 

Пӗве ҫумӗнчи лаптӑка кунти халӑх ӗлӗкех килӗштернӗ, уявсем ирттернӗ. Малтикасялтӑрасем ҫак йӑлана ҫӗнӗрен чӗртме шутланӑ. Уҫланкӑра кӗске вӑхӑтра ҫуллахи сцена туса лартнӑ. Сӑмах май, унччен ҫак тӗллевпе трактор прицепӗ усӑ курнӑ. Хастарсем ӗлӗкхи сӑн ӳкерчӗксенчен курав йӗркеленӗ. Уява килнӗ кашни ҫын вӗсемпе паллашнӑ май иртнӗ вӑхӑта таврӑнма пултарчӗ. Кунта ял историпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсем: салтак ӑсатни, туй, колхоз уйӗнчи кулленхи ӗҫ. 

Чӑн та, ял историйӗ пуян. Архив докуменчӗсенче ун пирки 16-мӗш ӗмӗртех асӑнни пур. Малтикас Ялтӑра ялне пуҫаракансем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен куҫса килни паллӑ. Паянхи историне вара халӗ пурӑнакансем ҫыраҫҫӗ. Яш-кӗрӗм ытларах хулана туртӑнать пулин те, яла аталантаракан ҫамрӑксем пур-ха. Вӗсен пуҫарӑвӗпе ҫулсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ача-пӑча лаптӑкӗсем хута яраҫҫӗ, пӗвесене тасатаҫҫӗ. 

Кӑҫал ял уявӗ пирки чылай малтан пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа тӗрлӗ ҫӗрте тӗпленнисем вӑхӑтра килсе ҫитнӗ. 

Кӑмӑл тӑвакансене пурне те кимӗпе ярӑнтарчӗҫ. Хӗрӳ ӑмӑртусенче чи вӑйлисемпе хастаррисене палӑртрӗҫ. Ачасене уйрӑмах тир илӗртрӗ. 

Малтикасялтӑрасем ҫӗршыври лару-тӑрӑва шута илсе салтаксем валли укҫа пухрӗҫ. Квадрокоптер туянмалӑх ҫитсен тем пекехчӗ, терӗҫ. Пӗрле ӗҫ ӑнать. Уявра ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшакансене хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрле чылай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи ҫамрӑккипе ваттине, ҫавра ҫул паллӑ тунисене те саламларӗҫ. Тен, ҫакна курса ыттисем те хӑйсен ҫуралнӑ тӑрӑхне уяв ирттерсе хисеп тума пуҫлӗҫ. Пӗр-пӗринпе курнӑҫма та ырӑ сӑлтав пулӗ. 

Вероника Павлова