Ҫур ӗмӗр ытла пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утаҫҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан Андреевсене ҫак кунсенче сумлӑ наградӑпа - "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орденпа чысларӗҫ.

Хӑйсен савӑнӑҫне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе те пайларӗҫ вӗсем, пысӑк йышӗпе паллаштарчӗҫ, ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. 

Пӗлтӗр ылтӑн туйне паллӑ тунӑ Нина Павловнапа Михаил Степанович каллех районти ЗАГС уйрӑмӗнче. Ырӑ сӑлтав йыхравӗпе кунта чи ҫывӑх ҫыннисем - ачисемпе мӑнукӗсем, юлташӗсем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем пухӑннӑ. Пӗр хӗпӗртесе те, пӗр хумханса ордена йышӑнать мӑшӑр. Саламлама килнисем пӗрин хыҫҫӑн тепри 5 ачине ура ҫине тӑратнӑ, 6 мӑнукӗпе савӑнакан Андреевсем наградӑна чӑннипех те тивӗҫлӗ тесе ҫирӗплетрӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов