Ҫунатлӑ ӗмӗтсем тӳпенелле туртаҫҫӗ

Чӑваш Енре летчик пулас текен ҫамрӑкӗсен йышӗ ӳссе пырать. Икӗ ҫулхи тӑхтав хыҫҫӑн шкул ачисем каллех Сызрань хулинчи аслӑ ҫар авиацийӗн училищинче экскурсире пулчӗҫ. 

Сызраньте ачасем ҫар вертолечӗсен аэродромӗнче тата летчиксене хатӗрлекен училищере пулчӗҫ. Ҫар паттӑрӗсене хатӗрлекен пӗлӳ ҫурчӗ паян Воронежри сывлӑш ҫар академийӗн филиалӗ шутланать. Унӑн пуян историйӗ ҫак музейра упранать. Училищене 1941-мӗш ҫулта пӗтернисен йышӗнче кӑна Совет союзӗн геройӗн мухтав ҫӑлтӑрне 6 ҫын тивӗҫнӗ. Кунти залсенче упранакан паха экспонатсемпе тӗрлӗ ҫар хатӗрӗсем 16-17 ҫулти каччӑсемпе хӗрсемшӗн калама ҫук кӑсӑклӑ. Ҫамрӑксене чӑннипех те пысӑк экскурси кӗтрӗ. Ачасем мӑнаҫлӑ техникӑсене тытса пӑхма кӑна мар, ятарлӑ тренажерсем ҫине ларса хӑйсене чӑн-чӑн вертолетчик вырӑнӗнчех туйрӗҫ. Кунта вертолетчика вӗренсе тухнӑ Геннадий Петрович чӑвашсен сумне ӳстерес тӗллевпе ҫак ятарлӑ экскурсисене 2008-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Ҫапла майпа 54 вертолетчик хатӗрлеме пултарнӑ. Вӗсенчен 30 ытли паян ҫар тытӑмӗнче летчик-инженер тивӗҫне пурнӑҫлать. Тепӗр 25 ҫамрӑк халӗ кунти тӗрлӗ курсра ӑс пухать. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров