Сызраньте ачасем ҫар вертолечӗсен аэродромӗнче тата летчиксене хатӗрлекен училищере пулчӗҫ. Ҫар паттӑрӗсене хатӗрлекен пӗлӳ ҫурчӗ паян Воронежри сывлӑш ҫар академийӗн филиалӗ шутланать. Унӑн пуян историйӗ ҫак музейра упранать. Училищене 1941-мӗш ҫулта пӗтернисен йышӗнче кӑна Совет союзӗн геройӗн мухтав ҫӑлтӑрне 6 ҫын тивӗҫнӗ. Кунти залсенче упранакан паха экспонатсемпе тӗрлӗ ҫар хатӗрӗсем 16-17 ҫулти каччӑсемпе хӗрсемшӗн калама ҫук кӑсӑклӑ. Ҫамрӑксене чӑннипех те пысӑк экскурси кӗтрӗ. Ачасем мӑнаҫлӑ техникӑсене тытса пӑхма кӑна мар, ятарлӑ тренажерсем ҫине ларса хӑйсене чӑн-чӑн вертолетчик вырӑнӗнчех туйрӗҫ. Кунта вертолетчика вӗренсе тухнӑ Геннадий Петрович чӑвашсен сумне ӳстерес тӗллевпе ҫак ятарлӑ экскурсисене 2008-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Ҫапла майпа 54 вертолетчик хатӗрлеме пултарнӑ. Вӗсенчен 30 ытли паян ҫар тытӑмӗнче летчик-инженер тивӗҫне пурнӑҫлать. Тепӗр 25 ҫамрӑк халӗ кунти тӗрлӗ курсра ӑс пухать.
Алексей Енейкин, Святослав Петров