Ҫулсерен чикӗ леш енчи ҫӗршер студент пӗлӗвне ӳстерет

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вырӑс чӗлхипе культурине вӗрентмелли Центр ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ӑна Раҫҫей ҫут ӗҫ министерствин гранчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче центрти педагогсем чикӗ леш енчи пин ытла студента вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Ятарлӑ шкулсем Узбекистанра тата Кӑркӑстанра уҫнӑ. 

Кӑҫал вара вырӑс чӗлхипе культурине вӗрентмелли тепӗр центр Шри-Ланка халӑх республикинчи Гампаха Викрамараччи ячӗллӗ халӑх медицинин университетӗнче никӗсленӗ. Унти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ҫавра сӗтел иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшчен Марина Журина, Марина Максимычева тата Александра Никитина доцентсем Шри-Ланкӑри 150 студента вырӑс чӗлхине ӑша хывма пулӑшнӑ. 

Педагогсен вырӑс чӗлхине пачах пӗлмен студентсемпе ӗҫлеме тивнӗ. Падежсемпе глаголсене вӗрентнӗ чухне йывӑрлӑхсем ытларах пуласран шикленнӗ вӗсем. Ҫапах та Шри-Ланка чӗлхисен грамматикинче те вырӑс чӗлхипе пӗр-пеклӗхсем тупнипе ӑнлантарма ҫӑмӑл пулнӑ. 

Шри-Ланка студенчӗсем Раҫҫей культурипе, пурнӑҫӗпе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа чӗлхене те тӑрӑшсах вӗреннӗ вӗсем. Пирӗн вӗрентекенсем те пушӑ вӑхӑт сахал пулнине пӑхмасӑрах вырӑнти культурӑпа паллашма ӗлкӗрнӗ. Унти халӑх ырӑ кӑмаллӑ, тарават пулнине палӑртрӗҫ вӗсем. 

Вӗренӳ курсне вӗҫленӗ хыҫҫӑн студентсен пӗлӗве тест мелӗпе ҫирӗплетме тивнӗ. Экзамен пилӗк пайран тӑнӑ. Кунта лексика, грамматика, аудировани, ҫыру тата калаҫнине тӗрӗсленӗ. Кашни енӗпе тӗрӗс хуравсем 66 процентран кая мар пулмалла пулнӑ. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытакансем вырӑс чӗлхипе курс пӗтернине ӗнентерекен сертификата тивӗҫнӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов