Паянтан шкул ачисемшӗн кӗтнӗ тапхӑр - вӗренӳ ҫулӗнчи чи вӑрӑм каникул пуҫланать. Ҫавна май ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен тӗпренчӗкӗн канӑвне тӗрӗс те усӑллӑ, хӑрушлӑхсӑр йӗркелесси пирки шутламалла. Хӑшӗ-пӗрин ывӑл-хӗрӗ аслашшӗ-асламӑшӗ патӗнче канать, лагерьсенче сывлӑхне ҫирӗплетес текен те чылай. Каникулта килте ларакансем те пур. Чылай чухне кун каҫа ачасем ашшӗ-амӑшӗсӗрех вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Шӑрӑхра вӗсене юханшыв таврашӗ илӗртет, асӑрханулӑх йӗркисем те манӑҫаҫҫӗ. Уҫӑ хӑварнӑ чӳречесем те, ҫул ҫинчи тимсӗрлӗх те инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Паян республикипех уяв ӗҫ-пуҫӗ иртет. Парксемпе скверсем ачасен хаваслӑ куллипе, савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗшӗн вара чи пӗлтерӗшли - тӗпренчӗкӗсем сывӑ та телейлӗ ӳсни.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев