Патӑрьел тӑрӑхӗнче кӗмӗл волонтерсем пысӑк ушкӑн йӗркеленӗ. Пулӑшу ыйтакана яланах алӑ пама хатӗр вӗсем. Ваттисене, халсӑррисене, чирлисене кил таврашӗнче пулӑшаҫҫӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи арҫынсене те тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ ырӑ чӗреллӗ асанне-асаттесем. Хӳтлӗх каррисем, ӑшӑ тум ҫыхса хамӑр салтаксем патне ӑсатаҫҫӗ.
Хӑшӗ-пӗри пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ҫыхма-ҫӗлеме пикенет, ҫу каҫипе чей курӑкӗ пухса типӗтсе сиплӗ кучченеҫ хатӗрлекенсем те пур. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи хастарсем чылайччен ӑшша упракан сумкӑсем ӑсталама вӗреннӗ.
Кӗмӗл волонтерсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн. Спортпа та туслӑ вӗсем, ташӑ кружокне те ҫӳреҫҫӗ, ыттисене те ҫак юхӑма явӑҫтарас тӗллевлӗ.
Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен учрежденисенче "Манӑн социаллӑ центр" меслечӗ аталанса пырать. Унта ватӑсемпе сусӑрсен канӑвне йӗркелеҫҫӗ. "Экспресс-асаннесем" проектпа килӗшӳллӗн ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсен йышне "Экспресс-асаттесем" те хутшӑннӑ. Олег Николаев вӗсене тивӗҫлӗ канура лӑпкӑн пурӑнас чухне чун ыйтнипе канӑҫ пӗлмесӗр ӗҫленӗшӗн тав турӗ, сывлӑх та ӑнӑҫу сунчӗ.
Регионти Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри аслӑ ӑрури волонтерсен юхӑмӗнче паян 600 ытла ҫын. Вӗсене пӗрлештерекенни - "Кӗмӗл волонтерсен центрӗ". Форумра республикӑра пурнӑҫланакан проектсене пуринчен те хастар хутшӑнакансене чысларӗҫ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Дмитрий Ковалев, Николай Скворцов