Атӑлта кимӗпе ярӑнакан чылай. Тӗрӗслекенсем куҫ тӗлне пулнӑ пӗр катера чарчӗҫ. Водителӗн удостоверенийӗ ҫумра, ҫӑлав тумӗ те пур. Йӗркене ҫирӗп пӑхӑнать арҫын. Гидроциклпа ярӑнакансем те курӑнкалаҫҫӗ. Ҫак шыв транпортне тытса пыракана та нимшӗн те айӑпламалли ҫук: ҫӑлав жилетне тӑхӑннӑ, водитель прави те пӗрлех. Тӗрӗслекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулран ҫул шыв мотоциклӗпе ҫӳрекенсем хушшинче йӗркене пӑсакансем сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем Тӗп, Афанасьев, Новосельский пляжсене тата Атӑл леш енне ҫитсе килчӗҫ. Шыв ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине тепӗр хут аса илтерчӗҫ.
Хӑрушсӑрлӑх йӗркисем ансат - палӑртнӑ вырӑнтан шала ишсе каймалла мар, ӳсӗрсен чӑмса тухассинчен тӑхтаса тӑмалла, ачасене те куҫран вӗҫертмелле мар. Унсӑррӑн инкек сиксе тухма пултарать.
Ҫӑлавҫӑсем канакансене буклетсем валеҫрӗҫ, ачасемпе уйрӑмах тимлӗ калаҫрӗҫ. Ҫанталӑк шӑрӑх кунсемпе малалла савӑнтарать. Ҫавӑнпа та ҫулла лӑпкӑ та савӑнӑҫлӑ иртсе кайтӑр тесен специалистсен сӗнӗвӗсене асрах тытмалла.
Диана Иванова, Вадим Владимиров