Елчӗкри вӑтам шкулта 468 ача вӗренет. Вӗсене 23 ялтан автобуссемпе турттараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗнче кунта ҫӗнӗ столовой тума пуҫланӑ. Икӗ хутлӑ ҫурта хӑпартма республика бюджетӗнчен 54 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. 250 вырӑнлӑ пулать вӑл. Столовӑя ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ачасене тарӑн пӗлӳ илме, пур енлӗн аталанма тивӗҫлӗ майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ шкулта. Иртнӗ ҫул Елчӗкре ҫӗнӗ стадион хута янӑ. Николай Владимиров сенатор хальхи йышши спорт площадкисем тӑвассине республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Ку енӗпе малашне те тӗллевлӗ ӗҫлесе пырӗҫ. Елчӗк районӗнче пулнӑ май вӑл кунта пурӑнакансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе те йышӑнчӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов