Ҫитес вӑхӑтра ҫынсене йышӑнма хатӗр пулӗҫ

Пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн уйрӑмне тӗпрен юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ Культура ҫуртне хӑпартаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи объектсенче ӗҫ мӗнле пынипе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров паллашрӗ. 

Урмаел ялӗнчи пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисне 2007 ҫулта уҫнӑ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ, кирлӗ хатӗрсем те ҫитмен. Ҫавӑнпа ҫурта тӗпрен юсама йышӑннӑ. Ҫак тӗллевпе республика программипе килӗшӳллӗн 12 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Строительсем ӗҫе ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Паянхи кун ҫурта тул енчен ҫӗнетнӗ, чӳречесене, алӑксене улӑштарнӑ. Халӗ шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Тукайра вара ҫӗнӗ клуб ҫӗкленет. Ҫакна валли 24 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрнӑ - 95 проценчӗ республика, ытти вырӑнти хыснасенчен.

Диана Иванова, Виктор Степанов