Ку палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен ячӗпе 30 ҫул каяллах лартнӑ. Мемориал комплексне вара 2016-мӗш ҫулта уҫнӑ. Кунта пӗрремӗшпе иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе те палӑксем никӗсленӗ. Ҫавӑн пекех репресси вӑхӑтӗнче инкек тӳснисен, ҫӗршыв хӳтелевҫисен ячӗпе уйрӑм кӗтессем пур. Ураймакаҫсем астӑвӑм вырӑнне аталантарсах пыраҫҫӗ. Халӗ Христофор Макаров паттӑр хуласен аллейине йӗркелеме шутланӑ. Унӑн макечӗ хатӗр. Пограничник юпине вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Малашне кунтан постамент валли вырӑн йӗркелӗҫ.
Тӗрлӗ ҫулта герой ятне 12 хула тата Брест крепоҫӗ тивӗҫнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмансем шӑпах чи малтан Бреста тапӑннӑ. Ҫавӑнпа та аллейӑна унтан пуҫлама йышӑннӑ. Христофор Макаров Беларуҫ президенчӗ патне ҫырупа тухнӑ, унти тӑпрана ярса пама ытнӑ. Пӗчӗк михӗсенче ҫӗрпе пӗрлех Беларуҫе хӳтӗлесе паттӑрла пуҫ хунӑ чӑваш салтакӗсен ячӗсем. Ытти герой-хуласен ҫӗрне снаряд гильзисем ҫине тултарӗҫ. Вӗсене хальхи хӗрӳ вырӑнтан илсе килнӗ.
Пӗлтӗр халӑх фрончӗн хастарӗсем пулӑшнипе ҫак вырӑна Нихҫан сӳнми ҫулӑм кӳрсе килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен палӑкӗ умне ял-йыш, хӑнасем чечексем хучӗҫ. Астӑвӑм вырӑнне тирпей-илем кӗртме те палӑртнӑ ураймакаҫсем. Проекчӗ хатӗр, экспертиза тухма документсем пуҫтарнӑ. Пӗтӗм ӗҫ хакӗ 15 миллион тенкӗ.
Мемориал комплексӗ ял халӑхне пӗрлештерекен, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пама пулӑшакан тӗп лапам пулса тӑнӑ. Малашне унӑн пӗлтерӗшӗ ӳссе кӑна пырасса шанма пулать.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова