Ветерансемшӗн ку марафон чӑннипех те пӗрлештерекен пулӑм шутланать. Акцие Афганистанра, Ҫурҫӗр Кавказра, Сирире паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене тата халӗ Украинӑра ятарлӑ операцие хутшӑнакансене сума сӑвассипе пуҫарнӑ федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Ахальтен мар вӑл хулари Ҫӗнтерӳ паркӗнче иртрӗ. Пухӑннисем малтанах ӗмӗр сӳнми ҫулӑм умне чечексем хучӗҫ. Ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнманнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Марафона хутшӑнакансем Шупашкар, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Тӑвай, Комсомольски тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ. Анлӑ проект вӑрҫӑ инваличӗсен нушисене общество енчен ытларах тимлӗх уйӑрма хистет. Ҫакнашкал тӗл пулусем сусӑрсен кулленхи пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхӗсене татса пама пулӑшаҫҫӗ. Тӗрлӗ сӗнӳсене социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ патшалӑх программисене хатӗрленӗ чухне шута илеҫҫӗ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров