Уяр кун та маччаран шыв тумлать - савӑт-сапана улӑштарса тӑма ҫеҫ ӗлкӗр. Стенасем кӑвакарса ҫурӑлнӑ, урай хӑмисем ҫӗрсе пӗтнӗ, крансем йӗркеллӗ хупӑнмаҫҫӗ, электричество пралукӗсем пӗр май нӳрелнӗрен пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Пурин валли те пӗр ҫӑвӑнмалли пӳлӗм. Кунта кирек хӑш самантра та инкек тухма пултарать, теҫҫӗ пурӑнакансем. Ленин проспектӗнчи 7 ҫуртра ҫакӑн пек хӑрушӑ лару-тӑру. Пӗр хутлӑ пӳртсене 84-мӗш ҫулта газпа тивӗҫтерекен компани тунӑ - унта ӗҫлекенсене ҫапла вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Каярахпа пурлӑха район харпӑрлӑхне куҫарнӑ. Вырӑнти влаҫсем пӳлӗмсене черетре тӑракансене социаллӑ майпа тара панӑ.
Ирина Николаева, Святослав Петров