Чылай ыйтӑва ҫийӗнчех татса параҫҫӗ

Республикӑра пурӑнакансем социаллӑ тытӑмсенче мӗнле ҫивӗч ыйтусем ытларах хускатаҫҫӗ? Ҫынсене уйрӑмах мӗн канӑҫсӑрлантарать?

Ҫак ыйтусене Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗнче асӑрхаса тӑрӑҫҫӗ. Унта ҫуллахи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ. 

Ҫӗрпӳри Совет урамӗнчи 82-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫӗнӗ ача-пӑча лаптӑкӗпе кӑмӑлсӑр пулнине патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче ҫырса пӗлтернӗ. Регион управленийӗн центрӗнчи специалистсем ҫак ыйтӑва ҫийӗнчех хула администрацине ярса панӑ. Хӑш-пӗр кӑткӑс лару-тӑрӑа кӗске вӑхӑтра татса пама май килмест пулин те, нумайӑшне ҫийӗнчех пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Васнарта пурӑнакансем ялтан ҫӳп-ҫап вӑхӑтра турттарса тухманнине пӗлтернӗ. Ыйтӑва кӗске вӑхӑтрах тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтӗнчи ҫула ҫӗнетнӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи Караньялӗнче шыв тытӑмне йӗркене кӗртнӗ. Ҫынсем тӗрлӗ тема хускатаҫҫӗ. Малти ретре коронавирус тата вакцинаци, картишсене тирпей-илем кӗртесси, ҫулсене юсасси, пурӑнмалли кил-ҫуртпа коммуналлӑ хуҫалӑх тата социаллӑ хӳтлӗх ыйтӑвӗсем. 

 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов, Святослав Петров