Вӑл 1951-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн пӗрремӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑ, 1973-мӗш ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, 1978-мӗш ҫулта Хусанти консерваторирен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн тӑван училищере 40 ҫул ытла ҫамрӑксене вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Светлана Ильинична чӑваш музыка ӳнерӗн аталанӑвне тарӑн тӗпчесе статьясем ҫырнӑ - вӗсен шучӗ 800-тен те иртнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл Чӑваш телевиденийӗнче ятарлӑ кӑларӑмсем ертсе пыратчӗ. "Чувашия музыкальная" телеальманаха, "Мастера искусств" передачӑсен ярӑмне аслӑрах ӑрурисем астӑваҫҫех ӗнтӗ - унӑн пӗрре илтсен нихҫан манӑҫми ҫепӗҫ, хӑйне уйрӑм сасчӗ.
Светлана Макарован сценарийӗпе ӳкернӗ уйрӑм телекӑларӑмсемпе видеофильмсем пирӗн куракана 25 ҫул чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ композиторӗсемпе музыканчӗсен, юрӑҫӗсемпе музыковечӗсен пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартнӑ. Вӗсем халӗ пирӗн телерадиокомпанин ылтӑн ҫӳлӗкӗ ҫинче. Раҫҫейре ырӑ ята тивӗҫнӗ пысӑк маҫтӑрсем пирӗн республикӑна килсен те, вӗсенчен интервью илме Светлана Ильиничнӑна шанатчӗҫ.
Светлана Ильинична ҫавӑн пекех 2000-2002 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ пулчӗ. Паллӑ музыковедӑн, пултаруллӑ педагогӑн ҫутӑ сӑнарӗ унӑн пархатарлӑ вӗренекенӗсен, ӗҫтешӗсен, телекуравҫӑсен асӗнче пурӑнӗ. Светлана Макаровапа нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "В" ҫуртра, 10 сехет ҫурӑран пуҫласа 11 ҫурӑччен сывпуллашаҫҫӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов