Чăваш Ен тĕп хулинче аслăран та аслă таса япалана кĕтеççĕ

Грецири Корфу утравĕ çинчен Тримифунтри Спиридон ҫветтуйӑн ҫӗрмен ӳчӗн пайĕ килсе çитмелле. Вăл Шупашкарти Введени чиркĕвĕнче пĕр талăк пулĕ. 

Тримифунтри Спиридон святойăн сылтăм аллин пайне Чăваш Ене сакăр çул каялла илсе килнĕччĕ. Ăна святой Владимир князь ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă аслă чикÿре йышăннăччĕ. Ун чухне 25 пин çын, çав шутра ытти регионсенчен килнĕ паломниксем те, таса япала умĕнче пуç тайса ăна чуптума пултарчĕç. Чăваш Енре Спиридон святоя питĕ хисеплеççĕ, унăн çĕрмен ÿчĕн пайне илсе килессе хумханса та савăнса кĕтеççĕ. Святойăн çĕрмен ÿчĕ Грецири Керкира хулинче упранать, ăна унтан Греци чиркĕвĕн митрополичĕ ертсе пыракан пысăк делегаци илсе килет. 

Спиридон святой Тримифунт хулинче çĕр ĕçлесе пурăннă, сурăхсем усранă. Авланнă, ача-пăчаллă пулнă. Арăмĕ вилнĕ хыççăн Тримифунт халăхĕ ăна епископа суйласа лартнă. Анчах епископ пулсан та вăл хăйĕн ĕçне хăварман, сурăхĕсене те кĕтнĕ, чиркÿшĕн те тăрăшнă. Нихăçан та никама та кÿрентермен, пурнăç вăхăтĕнчех хăватсем тунă. Вăл тĕлĕнмелле ырă кăмăллă пулнă, çулçÿревçĕсене, чухăнсене, чирлĕ çынсене пулăшнă. Унран нумайăшĕ кивçен пыра-пыра илнĕ, вăл вара нихăçăн та кам мĕн чул илсе кайнине, кам мĕн чул тавăрса панине шутламан та, çырса та пыман. Спиридион святой 1678 çул каялла ку тĕнчерен куçса кайнă. Анчах унăн ÿчĕ паянхи кун та сивĕнмен. Çакă вăл святойпа çыхăннă, наука ăнлантарса парайман тата тепĕр тĕлĕнмелле хăват.

Таса япалана Шупашкарта çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирхине кĕтсе илеççĕ. Кунта вăл пĕр талăк пулать. Ăна çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 15 сехетре делагаципе пĕрле Введени чиркĕвĕнчен Атăл хĕрринчи пристане çити хĕрес çулĕпе утса тухса ăсатаççĕ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина