Чунри лӑпкӑлӑха тупма, йывӑр шухӑшсен авӑрӗнчен тухма пулӑшаҫҫӗ

Республикӑри лаша спорчӗн шкулӗнче социаллӑ тата психологи пулӑшӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ пуҫару ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене чун киленӗҫӗ тупма пулӑшӗ.  

Хӗрӳ вырӑнта ҫӗршыва хӳтӗлекен мӑшӑрне кӗтекенсене, ҫемье тӗревӗ пулнӑ ҫыннине ҫухатнисене пӗчченшерӗн ҫӑмӑл мар. Хӑйсемпе пӗр шухӑшлӑ, пӗр нушаллӑ хӗрарӑмсем ҫумра пулсан вара савӑнӑҫӗ те, хуйхи те ҫурмалла. 

Проект тӗллевӗ - ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен мӑшӑрӗсемпе ачисене спортсмен шайне кӑларасси мар, иппотерапи меслечӗпе кулленхи ыйтусене вӑхӑтлӑх манса лӑпланма, пурнӑҫа ҫӗнӗ варкӑш кӗртме пулӑшасси. Уроксенче лашасем пирки каласа параҫҫӗ, вӗсемпе тӗрӗс хутшӑнма, утланса ҫӳреме вӗрентеҫҫӗ. Кӑмӑл пулсан, чун ыйтсан урхамаха ачашласа калаҫни те, ҫилхине ҫивӗтленинче киленӗҫ тупни те ҫителӗклӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнакан арҫынсемшӗн те мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхса пыма ҫӑмӑллӑх кӳмелле ҫак меслет. 

Алиса Александрова, Святослав Петров.